Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ спектакль хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ. «Куккук куҫҫулӗ» спектакле Юхма Мишшин «Куккук куҫҫулӗ» роман тӑрӑх лартӗҫ. Ҫӗнӗ ӗҫӗн режиссёрӗ — Раҫҫей Федерацийӗн ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк Республикин ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк Республикин Б. Басангов ячӗллӗ Наци драма театрӗн илемлӗ ертӳҫи Калмыкия Борис Манджиев. Борис Наминович Шупашкарпа 1992 ҫултах паллашнӑ. Ун чухне Чӑваш Енре Раҫҫейри наци театрӗсен пӗтӗм ҫӗршыври фестивалӗ иртнӗ. 30 ҫултан паллӑ режиссёр чӑваш театрӗнче спектакль лартӗ. Борис Манджиевпа пӗрле премьерӑна Анна Репина художник-постановщик, пластика енӗпе режиссёр Рамиза Мухаметшина, Аркадий Манджиев композитор, ҫипуҫ енӗпе ӗҫлекен художник Наталья Степанова, ҫутӑ енӗпе ӗҫлекен художник Ильшат Саяхов хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |