Федераци хыснинчен Чӑваш Ен ачисем валли 11 миллион тенкӗ ытларах килмелле. Вӑл тупрана тивӗҫес тесе республика вӗренӳ аталанӑвӗн регионсен программине хутшӑннӑ. Чӑваш Ен унта пилӗк проект тӑратнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне мускавсем ырланӑ, «кӗмӗлпе» пулӑшма килӗшнӗ.
Кӑҫал пуҫласа тӑратнисен хушшинче ашшӗ-амӑшӗ пур ҫинчех ачасем тӑлӑха юласран профилактика ӗҫӗсем ирттермелли проекта асӑнмалла. Ҫак ӗҫе еплерех пурнӑҫлама палӑртни пирки калаймӑпӑр, анчах шухӑшлани пурнӑҫа кӗрсен тем пекехчӗ. Тӑлӑхсемпе сусӑр ачасене пулӑшмалли проектсене пурнӑҫа кӗртме те федераци хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ.
Паянхи куна илсен, ачасене социализацилессипе республикӑра виҫӗ проект ӗҫлет те иккен. Вӗсем валли федераци хыснинчен 29,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ-мӗн.