Ҫӗрпӳ районӗнчи Пысӑк Чӑрӑш ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ 2015 ҫултанпа культура ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Унчченхи авариллӗ лару-тӑрура пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна клуба куҫарма йышӑннӑ. Унта ФАП 7 ҫул ӗҫленӗ. Анчах халӗ унӑн ӗҫне чарса лартнӑ.
2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче экспертиза ФАП санитарипе эпидемиологи требованийӗсене тивӗҫтермест тесе йышӑннӑ. Унти пӳлӗмсем санитрии йӗрки ыйтнинчен пӗчӗкрех-мӗн.
Пысӑк Чӑрӑшра ҫӗнӗ ФАП 2024 ҫулта ҫеҫ тума палӑртнӑ. Ку ялти медпункта 5 ялти 370 ҫын ҫӳренӗ.