Ӗнер пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫра тӑрӑшакансем, тӗрӗсрех, «Лента» обществӑра ӗҫлекенсем уява пухӑннӑ. Вӗсене экономика министрӗ Алексей Табаков саламлама пынӑ. «Пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫӗ Чӑваш Ен экономикӑн тӗп секторӗ шутланать. Республикӑра кӑларакан хальхи вӑхӑтри тата паха продукци Раҫҫейре тата ун тулашӗнче те лайӑх каять», — тесе палӑртнӑ министр.
Кирек мӗнле уяври пекех савӑнӑҫлӑ пухура тӗрлӗ чыслав та пулнӑ. Производствӑра палӑрнисене министерствӑн Хисеп грамотисемпе тата Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.