Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 12 сехетре нумай хваттерлӗ ҫурт тунӑ ҫӗрте, Шупашкарти Афанасьев урамӗнче, стропальщик 15-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫӳлти хутра кран ҫинчен строительство материалӗсене пушатнӑ. 42 ҫулти стропальщик ӑнсӑртран аялалла ӳкнӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, следовательсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта 18 ҫулти хӗр ҫӳлти хутран ӳкни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |