Персона
![]() Леонид Петровӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, филологи наукисен кандидачӗ, Леонид Петров чӗлхеҫӗ калашле «тусем хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ кӑйкӑр-чӑваш» Игорь Петров 60 ҫул тултарнӑ. Игорь Георгиевич — Пушкӑртстан чӑвашӗ. Этнограф, истори наукисен кандидачӗ. Маларах асӑннӑ ӑсчах Фейсбукри хӑйӗн странцинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Петров «тӑван халӑхӑмӑр шӑпипе пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки ҫинчен куллен шухӑшламасӑр (хӑш чухне чӗрине ыраттарса та пулӗ!) пурӑнма та» пултараймасть. Вӑл 40 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра — 2 монографи, авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Ӗпхӳре, музейре, вӑл тахҫан пирӗн валли ӑслӑлӑх экскурсийӗ ирттернӗччӗ. Ҫавна халӗ те савӑнса аса илетӗп.
Саламлатӑп, Игорь!
Эс пурри - пирӗн телейӗмӗр!
Валери ТУРКАЙ