Хулара
![]() Пӗлтӗр Шупашкарти юра Промтрактор ҫывӑхӗнчи лапама илсе тухнӑччӗ. Ҫав купа ҫуллачченех ирӗлчӗ. Кӑҫал унта пӗр купа та ҫук. Мӗншӗн? Реагентлӑ юр ирӗлсе унти пӗчӗк юханшыва лекнӗ-мӗн. Тавралла курӑк та ӳсмен. Ҫавна май "Дорэкса" штрафланӑ. СанПинпа килӗшӳллӗн, халӗ юра шыв витмен япала сарнӑ ятарлӑ вырӑна ҫеҫ илсе тухма юрать. Шупашкарта вара унашкалли хальлӗхе ҫук. Ку ыйтӑва юр ирӗлтерекен ятарлӑ япала вырнаҫтарса татса парасшӑн. Ӑна" Дорэкс" туяннӑ, ӑна вырнаҫтарма пуҫланӑ. Вӑл 1 сехетре 60 кубла метр юр ирӗлтерӗ. Малтан тӳре-шара хулари юра Ҫӗнӗ Шупашкарти полигона илсе тухасси пирки шухӑшланӑ. Анчах ку хака ларнине кура кун пек йышӑну туман. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хуларан юр илсе тухассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва кӑрлач уйӑхӗн вӗҫҫӗччен татса парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |