Апат-ҫимӗҫ
![]() rsnadzor21.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Россельхознадзорӑн Чӑваш Енпе Мари Элти управленийӗн специалисчӗсем «Звениговский» аш-какай комбиначӗн кӑлпассийӗнче антибиотик тупса палӑртнӑ. Ӳпке-пӗвертен хатӗрлекен «Домашняя» кӑлпассие специалистсем 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тӗрӗслеме илнӗ. Асӑннӑ апат-ҫимӗҫе лабораторире тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн сульфаметазин (килограмм продукци пуҫне 34,4 микрограмм), флорфеникол (28,9 мкг/кг), тилмикозин (1,4 мкг/кг), энрофлоксацин (23 мкг/кг) тупса палӑртнӑ. Ун пек япаласем кӑлпассире пулмалла мар. Юрӑхсӑр партие сутма чарнӑ. Кӑлпасси туса кӑларакан аш-какай комбинатне те асӑрхаттару хучӗ ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |