Ҫӗмӗрле районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнчи 79 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ. Мучи уйрӑм ҫуртра пурӑннӑ. Вут-ҫулӑм унӑн килӗнче ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ирхине алхасма тытӑннӑ. Инкекре мучин пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 45 хутчен пушар тухнӑ. Инкекре 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 3-ӗн аманнӑ. 6 ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварма май килнӗ.
Вут-ҫулӑм шар кӑтартнине укҫа ҫине куҫарса шутласан ҫав сумма 460 пин тенкӗпе танлашать.