Вӗренӳ
![]() Паян, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшнче, Муркаш районенчи Кашмаш шкулне уҫӗҫ. 108 вырӑнлӑх вӗренӳ заведенине пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче туса пӗтернӗ. Аса илтерер: шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ вӑхӑта туса пӗтермелле пулнӑ. Кун пирки район администрацийӗнче пӗлтернӗччӗ. Анчах ҫав вӑхӑта ӗлкӗреймен. Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула хӑпартакансене Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Олег Николаевран сӑмах та лекнӗччӗ. Ун чухне республика ертӳҫи ӗнер асӑннӑ ялти вӗренӳ учрежденине тӑвас ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫра ӗҫлекенсемпе тата подряд организацийӗн пайташӗсемпе сӳтсе явнӑччӗ. Халӗ шкулта ачасем вӗренеҫҫӗ. Вӗренӳ заведенине официаллӑ майпа паян 11 сехетре уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |