Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ташша яра пар!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 31.05.2013 12:06 | 1613 хут пӑхнӑ
Фестивальти самант
Фестивальти самант

Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ятсене тивӗҫнӗ Алексей Мокин ячӗпе ташӑ ӑстисен «Ташша яра пар!» иккӗмӗш фестиваль-ӑмӑрту иртнӗ. Ку уява районти 18 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Жюри пайташӗсем: районти культура пуҫлӑхӗ Александр Самсонов, Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Попова тата районти администрацин культура, спорт тата архив уйрӑмӗн тӗп специалисчӗ Алина Михуткина ташӑ ӑстисене икӗ ушкӑна уйӑрса чысланӑ.

«Ҫамрӑксемпе ачасен ушкӑнӗ» номинацире 1-мӗш вырӑна Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулӑн «Танц-класс» тата кадет класӗнчи ташӑ ушкӑнӗсем йышӑннӑ, 2-мӗш вырӑнта «Колибри» ташӑ ушкӑнӗ (вӗсем ӑсталӑха «Хӗрлӗ Чутай районӗн культурӑпа кану центрӗнче» туптаҫҫӗ, 3-мӗшсем — Штанашри «Ария» ташӑ ушкӑнӗ.

«Аслисен ташӑ ушкӑнӗ» номинацире малти вырӑнта Штанашри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ушкӑн тухнӑ. 2-мӗш вырӑнта — Сӗнтӗркассинчи ташӑ ансамблӗ, 3-мӗшсем — Мӑн Этмен ялӗнчисем.

Мала тухнисене пурне те ятарлӑ парнесемпе чысланӑ.

Сӑнсем (40)

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Штанаш, #ӑмӑртусем, #фестивальсем, #Ман Этмен, #Сӗнтӗркасси, #Хӗрлӗ Чутай

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем