Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: 21 ҫулхи хӗр депутата суйланнӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 03.10.2021 12:08 | 491 хут пӑхнӑ
Политика

Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче эпир тӗрлӗ шайри депутатсене суйларӑмӑр. Чӑваш Енӗн Ҫӗнӗ, ҫиччӗмӗш, созыври депутачӗсем, ав, ҫак эрнере пӗрремӗш ларӑва пухӑнчӗҫ.

Сесси хыҫҫӑн «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм кӑсӑклӑ темиҫе пӗтӗмлетӳ тунӑ.

Пӗрремӗшӗнчен, Чӑваш Енӗн парламентӗнче арлӑх енӗпе танмарлӑх хуҫаланать. Ҫӗнӗ созыва суйланнӑ 44 депутатран хӗрарӑмсем 4-ӑн ҫеҫ. Ҫав вӑхӑтрах чи ҫамрӑк депутат – хӗрарӑм. Ку вӑл – 21 ҫулти Ксения Семенова. Чӑваш парламентне вӑл «Ҫӗнӗ ҫынсем» партирен суйланнӑ.

Кӑсӑклӑ тепӗр самант – регионӑн парламенчӗ нумай партиллӗ пулни. Унта 6 парти пайташӗ суйланнӑ.

ЧР Патшалӑх Канашӗнчи коммунистсен икӗ фракци тейӗн. Вӗсенчен пӗрне, пилӗк депутата Шурчанов ертсе пырать теме юрать, тепӗр икӗ депутатран тӑракан йыша – Андреев теме пулать.

#политика, #депутатсем, #партисем, #Патшалӑх Канашӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Жириновский Чӑваш Ене урӑх регионсемпе пӗрлештересшӗн
2021, 05, 11
Суйлав кунне палӑртнӑ
2021, 06, 17
Владимир Жириновский ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пуласшӑн
2021, 07, 15
Леонид Черкесов Патшалӑх Канашӗн председателӗ пулайӗ-и?
2021, 09, 28
ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ пулма суйланӑ
2021, 09, 29

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org