Мӗн кӑна шутласа кӑлармаҫҫӗ-ши ӗнтӗ этем пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе. Уй-хирсенче те халӗ ӗлекхилле алӑпа тырра ӳстерсе пуҫтармаҫҫӗ, мӗн пур ӗҫе пӗтемпе техника пурнӑҫлать.
Етӗрне районӗн хирӗнче те паянхи куна ҫӗнӗ технологи урапи (машина) «хуҫаланма» тытӑннӑ. Пайӑртарах ячӗ унӑн — «Тӗтре» пневмаход. Уй тӑрӑх ҫак урапа сехетре 60 ҫухрӑм таран хӑвалама пултарать. Ҫулпа мар, ӗҫ вӑхӑтӗнче. Ҫапла май халӑхра ӑна «луноход» ят пани те тӗл пулать.
В.И. Чапаев ячӗллӗ ОАО ПКЗ пуҫлӑхӗ тӗлентермӗш пневмахода шанать, кӑҫал тыр-пулла пысӑк тухӑҫпа пуҫтарса илме ӗмӗтленет. Ҫак тӗллеве тӳрре кӑларас тесен вара пайтах вӑй хумалла — сӑмахран ятарлӑ им-ҫам сапмалла. Племконезавод обществин пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов В.И. Чапаев ячӗлле ОАО ПКЗ хирне ҫумсенчен хӑтарас тӗллевсемпе Чӗмпӗр облаҫӗнчи хресчен хуҫалӑх ертӳҫинчен Александр Кузнецовран пулӑшу ыйтнӑ — лашӗ вара ҫак тӗлӗнтермӗш урапана пирӗн тӑрӑха илсе ҫитернӗ те ӗнтӗ.
Паян, ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче, Владислав Ижетников «Тӗтре» пневмохочӗпе ӗҫе пикенчӗ. Ҫак техника пулӑшӑвӗпе вӑл 2-3 кун хушшинче 1 000 гектар ҫӗре имҫамласа тухасшӑн — ҫанталӑк лайӑх тӑнӑ вӑхӑтра кунне вӑл шӗвекпе 500 гектар таранах сапайрать.
Чӗмпӗр тӑрахӗнчен килнӗ хӑна чӑвашах, Хӗрлӗ Чутай районӗнче ӳссе ҫитӗннӗскер. Ҫавӑнпа та Чӑваша чӗнсен пирӗн хуҫалӑхсене пулӑшма хаваспах килӗшет.
Agabazar // 4096.13.8443
2013.05.31 01:07 | |
Пĕр çухрăмра миçе метр? | |
Марина // 5647.8.4612
2013.05.31 08:00 | |
100 метр |