Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Черетлӗ театр сезонне Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫеҫ вӗҫлӗ.
Кӑҫалхи ҫулла артистсем «Боспорские агоны» пӗтӗм тӗнчери авалхи ӳнерӗн ХХVIII фестивальне хутшӑнӗҫ. Унта вӗсем Чингиз Айтамтов пьесипе лартнӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль кӑтартӗҫ. Крымри куракансем чӑваш театрӗн ӗҫне утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче курсакурайӗҫ. Эпос драмине унччен театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республик ӑри конкурсӗнче «Чи лайӑх спектакль» тесе йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл патриотла спектакльсен «Za жизнь» IV пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗнче те палӑрнӑ.
Ҫурла уйӑхӗнче артистсем Мускавра иртекен «Территория будущего» форум-фестивале хутшӑнӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 5 тата 9-мӗшӗсенче вӗсем «Нарспи» спектакль сыпӑкне «Зарядье» паркра кӑтартӗҫ.
