«Ачана ӑс кӗртес тесен, ӑна тапкӑ-ҫупкӑ парса илмелле». Ҫак меслет ҫине тайӑнса пулмалла Етӗрне районӗнче пурӑнакан 34 ҫулхи арҫын хӑйӗн 9 ҫулхи ачине «тӑн» кӗртсе пурӑннӑ. Шкулта панӑ килти ӗҫсене тӗппипех пурнӑҫлама пултарманишӗн ашшӗ хӑйӗн ачи ҫине пӗр хутчен мар алӑ йӑтнӑ. Ытларах сыпкаланӑ вӑхӑтра ашшӗ хӑйне «вӗрентекен» шутӗнче хума тытӑннӑ. Ку ырӑ мар пулӑм пирки йӗрке ӗҫченӗсем сиснӗ, вара «ачашӑн тӑрмашакан» ашшӗне айӑп тунӑ.
Паянхи куна пуҫиле ӗҫ суда ҫитнӗ.