Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӗчӗк ҫеҫ путене ҫепӗҫ юрра юратать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.11.2007 08:54 | 3486 хут пӑхнӑ

Чӑваш этеплӗхне аталантаракансем эсир – ПУТЕНЕСЕМ!

 

Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ульяновскри филармонире облаҫри чӑваш ачисен пӗрремӗш юрӑ фестивалӗ – “Путене” иртрӗ. Ӑна йӗркелекенсем – УОЧНКА тата облаҫри вӗрентӳ департаменчӗ. Уява И.Я. Яковлев 160 ҫул тултарнине халалланӑ. Унта тӗрлӗ районсенчен пурӗ 195 ача хутшӑнчӗ.

 

Пӗчӗк артистсене саламлама кӗпeрнаттӑра пулӑшаканӗ Т.В. Сергеева, вӗрентӳ департаменчӗн представителӗ Е.Н. Моргун, Хула Думин ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ П.К. Столяров, УОЧНКА ертӳҫи В.И. Сваев, вӗрентӳ департаменчӗн тӗп специалисчӗ Ф.Т. Улендеева пынӑ.

Малтанах сӑмах Татьяна Сергеева илчӗ:

- Паян сирӗншӗн чӑн-чӑн уяв. Ман шутпа, сирӗн хушӑрта ҫӗнтерӳҫӗсем пулмалла мар. Туслӑх ҫӗнтерӳҫӗ пултӑр!

Елена Моргун чӑваш ачисен уявӗнче пӗрремӗш хут. Вӑл пултаруллӑ ачасемшӗн савӑнни пирки пӗлтерчӗ. "Эсир – халӑх культурине аталантаракансем", – терӗ вӑл ӑнӑҫусем сунса.

Владимир Сваев чи малтан ачасемпе ырми-канми тӑрӑшакан вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшне тав сӑмахӗ каларӗ. "Малашне те чӑвашлӑха аталантарас ӗҫе ачасене явӑҫтармалла. Чӗлхе, культура сыхланса юласси—вӗсенче", – терӗ вӑл.

Концерт программи Ульяновск районӗнчи вӑтам шкулсенчен килнӗ ачасен пултарулӑхӗнчен тытӑнчӗ. Чaнлӑ, Кивӗ Кaлаткa, Мелекесс, Майна, Ҫӗнӗ Малaкла, Карсун, Cинкeл, Павловка районӗсенчен тата Ульяновскпа Димитровград хулисенчен килнӗ шӑпӑрлансем куракансене хаваслӑ юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ. Кӑҫалхи фестивальте пуҫламӑш классенче вӗренекенсем ытларах пулни пурне те савӑнтарчӗ. Чи пахи – вӗсем чӑваш юрри-сӑввине таса чӗлхепе куракансем патне ҫитерни. “Ку ачасен пуласлӑхӗ пур”, – терӗҫ куракансем пукане пек илемлӗ ачасемпе киленсе.

Жюри артистсене икӗ ҫул-ӳсӗме (кӗҫӗн тата аслӑ классем) пайласа хакларӗ.

Алёна Мартынова (Анат Тимӗрҫен шкулӗ) куракансем кӑмӑллакан юрӑҫ парнине тивӗҫрӗ. “Юрӑ ӑсти” номинацире чи маттуррисем Кристина Столярова (кӗҫӗннисенчен) тата Силиса Мустаева (иккӗшӗ те Ульяновск хулинчен), ушкӑнсенчен – “Шӑпчӑк” (Аслӑ Нагаткин, ертӳҫи В.Н. Игнатьева) пулчӗҫ.

Иккӗмӗш вырӑна Наташа Храмова (Димитровград), Алёна Серафимова (Ульяновск хули) юрӑҫсем, Кивӗ Сахчари вӑтам шкул юрӑ ушкӑнӗ тивӗҫрӗҫ.

Виҫҫӗмӗш вырӑна Григорий Журавлёв (Ульяновск хули), Елена Пузырникова (Cинкeл районӗ) “Шӑпчӑк” юрӑ ушкӑнӗ (Димитровград хули) пайларӗҫ.

Кӗвӗсӗр юрлассипе Кристина Винюсева (Чӑваш Кaлаткa) палӑрчӗ.

“Сaмах ӑсти” номинацире чи пултаруллисем Дарья Разинова (Ульяновск хули, "Ах-Ах" ушкӑн) тата Марта Волынщикова (Майна районӗ, Чyрекел) пулчӗҫ, иккӗмӗш вырӑнсене Андрей Байбатаревпа (Майна районӗ) Юлия Княгинина (Cинкeл районӗ) ҫӗнсе илчӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑнсене Татьяна Мускинӑпа (Чaнлӑ районӗ, Пухтел) Лариса Григорьева (Карсун районӗ) тата Люба Мещанинова (Чaнлӑ районӗ, Ирҫел) пайларӗҫ.

“Чӑваш ташши” номинацире чи маттуррисем “Огоньки” ушкӑн, Ҫӗнӗ Улхаш шкул ташӑҫисем, Cинкeл районӗнчи Уличе тата Ялавaр ачисем пулчӗҫ.

Чӑваш кӗввине музыка инструменчӗпе калассипе Оксана Ярославскаяна мухтаса хӑварчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсӑр пуҫне ҫемҫе теттесем тата кӗнекесем парса хавхалантарчӗҫ.

 

Нина Еграшкина.

Чӗмпӗрти чӑвашсен "Канаш" хаҫачӗ.

#Чӗмпӗр, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #юрӑсем, #мероприятисем, #культура, #ачасем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем