Чӑваш чӗлхи
![]() Александр Степанов полиглот, чӗлхеҫӗ, Шупашкарти 40-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе акӑлчан чӗлхисене вӗрентекен, чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче чӑвашла ҫыраҫҫӗ-ши тесе «Контактра» социаллӑ тетеле тишкернӗ. «Чӑваш чӗлхине аталантарас тесе нумай шӑв-шав ҫӗклетпӗр, конференцисемпе ҫавра сӗтелсем ирттеретпӗр. Кӑҫалтан 2025-мӗш ҫулччен тӑван чӗлхене аталанма пулӑшакан «Культура министерствин ятарлӑ программине» те йышӑнчӗҫ. Кашни ҫул 5-7 миллион тенкӗ уйӑрса парӗ патшалӑх (ку цифрӑсемшӗн савӑнмалла-ши е тӗлӗнмелле-ши? Эпӗ калама пултараймастӑп). Пылак-пылак тенипе ҫӑварта пылак пулмасть ҫав. Вконтакте социаллӑ тетеле тишкертӗм. Тӗллевӗ — эп хутшӑнакан ушкӑнсемпе ман юлташсем, чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем, чӑваш чӗлхине упраса аталантарас тесе ырми-канми ӗҫлекенсем чӑвашла е икӗ чӗлхепе постсем кӑлараҫҫӗ-ши? Мӗн шутлатӑр??????? Тӗрӗс хурав патӑр, ҪУК!!!!! Ку мӗне пӗлтерет-ши? Ман шутпа, ку сӑмахпа ӗҫ тӳр килменни е суя. Эпӗ асӑннӑ ҫынсем чӑвашлӑхшӑн, чӗлхешӗн, халӑхшӑн мар, хӑйсемшӗн, пиаршӑн ҫунаҫҫӗ. Тепрехинче ҫын эпӗ чӑваш чӗлхине, халӑха хисеплетӗп, вӗсем умӗнче пуҫ таятӑп тесен социаллӑ тетелти страницине уҫӑр та вӑл чӑн е суя сӑмах каланине тӗрӗслӗр», — тесе ҫырнӑ Александр Степанов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |