Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Роза Шевлепи куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 12.08.2021 12:21 | 2176 хут пӑхнӑ
Персона

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Роза Шевлепи сӑвӑҫ, прозаик, педагог, публицист куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Роза Шевлепи (Ильина-Юхма) — Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗ, А. Талвир тата Эмине премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 14 кӗнеке авторӗ. Вӑл 1935 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫатра ялӗнче ҫуралнӑ.

Роза Ивановна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Шупашкар хулинчи шкулсенче вырӑс чӗлхипе литератури, истори учителӗ пулса ӗҫленӗ. Кайран Раҫҫей Литература фончӗн чӑваш уйрӑмӗн председателӗ, Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн правленийӗн председателӗн ҫумӗ, ҫавӑн пекех пӗтӗм Чӑваш обществӑпа культура центрӗнчи ҫамрӑк ҫыравҫӑсен пултарулӑх шкулӗн етрӳҫи пулнӑ.

Малтанхи хайлавӗсем «Хушкапуҫ», «Хурав», «Тунсӑх», «Ҫӑкӑр чӗлли», «Марук кушак нянькӑра», «Кӑвакарчӑн», «Икӗ асанне» 1993 ҫулта «Вучах» хаҫатра тата «Пике» журналта пичетленнӗ. Р. Шевлепин хайлавӗсене нимӗҫ, тутар, азербайджан тата ытти чӗлхесем ҫине куҫарнӑ. Унӑн сӑввисемпе нумай юрӑ хывнӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Ачалӑх пахчи» (1993), «Йытӑ куҫҫулӗ» (1996), «Пурнӑҫ сукмакӗ» (1998), «Азбука – ӑслӑлӑх кӗнеки» (2000), «Шӑши тус парни» (2006) тата ыттисем те.

#Ҫатра, #ҫухатусем, #ҫыравҫӑсем, #Ҫӗрпӳ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем