Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене вӗрентни, кирлӗ чухне канаш пани, хӑш-чухне хытӑрах калани те кирлӗ ӗнтӗ. Анчах та килтисем шӑпӑрлансене сӑмахпа ҫеҫ мар «тӑна кӗртесшӗн», ача ҫине аллӑ йӑтнисем те час-часах тӗл пулаҫҫӗ.
Шупашкар районӗн прокураторинче паянхи кун 33 ҫулхи Андрей Сергеев хӑйӗн 4 ҫулхи ачана хытах сусӑрлани пирки пуҫиле ӗҫе суд канашлӑвне ярса панӑ.
Прокуратура ӗҫченӗсен ӑнлантару хучӗ тӑрӑх акан 13-мӗшӗнче каҫ-кӳлем еннелле Сергеев Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗнче паллакан хӗрарӑм патӗнче хӑнара пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳрте арҫынӑн 4 ҫулхи ывӑлӗ пылчӑклӑ пушмакӗпе кӗрсе кайса урая вараланӑ пулать. Ҫакӑ Сергеева килӗшмен. Вӑл ачана ҫенӗкелле илсе тухнӑ та виҫӗ хутчен питрен чышкӑпа ҫапнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа пула ача хытах сусӑрланнӑ, ӑна васкавлӑ пулӑшупа Шупашкар пульницине леҫнӗ.
Ҫитес кунсенче Сергеева суд айӑплӗ.