Ишек, — Чӑваш Енӗн Шупашкар районӗнчи ял.
Ишек
Ишек ятлӑ ҫын пулнӑ. Вӑл XIII ӗмӗрте пурӑннӑ. Вал язычник пулнӑ. Вара вӑл тӗнне пӑрахса Мохаметӑн тӗнне тытнӑ. Вара вӑл хӑйне Ишак ят хунӑ, чӑвашла Ишек пулать. Ишак авланнӑ ҫын пулнӑ, унӑн темиҫе арӑм та пулнӑ, ачисем те нумай пулнӑ. Вара ун ачисем уйрӑлса тухса ял пулса кайнӑ. Пӗрремӗш ачи Пайсар ятлӑ пулнӑ. Вара вӑл ашшӗнчен уйрӑлса тухса хӑй тепӗр ял пуҫласа янӑ. Ялне Пайсар ятлӑ хунӑ. Пайсарпа Ишек ялӗсем пӗрлешнӗ те, пӗр ял пулса кайнӑ. Вара ӑна Пайсар-Ишек теҫҫӗ.
А.Золотницкая ҫырса илнӗ.- ЧПГӐИ ӐА, I, 569, 7002, 40 л.
Малтан Чикмӗ уесне кӗнӗ. 1920 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкар уесӗнче шутланма пуҫланӑ. Малтан Кармаш вулӑсне кӗнӗ. 1918 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗпе ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗ таран вулӑс центрӗ пулнӑ. 1926 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗр вулӑсне кӗнӗ.
1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкар районне кӗнӗ, 1935 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗпе 1959 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗ таран Ишлей районӗнче шутланнӑ. Кайран каллех Шупашкар районне кӗнӗ. Халӗ те вӑл район шутне кӗрет.
1978 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ишек ҫумне Шӑпачав ялне хушнӑ.
Ял ҫак ҫынсемпе мухтавлӑ:
http://gallery.chuvash.org/main.php?g2%5fitemId=2826_Ишек сӑнӗсем