Чӑваш патшалӑх академи драма театрне юратакансен кӗркунне ҫитессе кӗтсе тунсӑхлама вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫак эрнере 2012–2013-мӗш ҫулсенчи юбилейлӑ (театр кӑҫал 95 ҫул ҫитнине уявларӗ) сезон Федор Павловӑн «Ялта» драмипе хупӑнчӗ.
Хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ постановкӑсемпе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Вӗсенчен пӗри — Александр Хмытӑн «Сутӑн илнӗ чыс» пьеси. Кунсӑр пуҫне Арсений Тарасовӑн «Мунча кунӗ», Марина Карягинӑн «Куккуклӑ сехет» пьесисемпе лартнӑ спектакльсемпе куракана кӗркуннех савӑнтарма палӑртаҫҫӗ. Иван Стаднюк драматургӑн «Юратупа кавӑн» камичӗ те ҫынсен кӑмӑлне каясса шанаҫҫӗ.
Сӑмах май, Чӑваш паташлӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗртме уйӑхӗнче те ӗҫлӗ. Ун чухнехи репертуара вӗсем ытларах ача-пӑча спектаклӗсене кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне аслисем валли икӗ спектакль — «Тӑххӑрмӗш хутри Асамат кайӑкӗ» тата «Айтар» — кӗртнӗ.