Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Элӗкри халӑх театрӗ Смоленскра палӑрнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.08.2021 05:02 | 1482 хут пӑхнӑ
Культура

Элӗк халӑх театрӗ халӑх театрӗсен уҫӑ конкурсӗнче ятарлӑ диплома тивӗҫнӗ. «Здесь и сейчас» (чӑв. Кунта тата халӗ) пултарулӑх ӑмӑртӑвне Смоленскри халӑх пултарулӑхӗн облаҫри центрӗ Смоленск облаҫӗнчи культура департаменчӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.

Кунта тата халӗ. Ҫакӑ Станиславский тытӑмӗнче тӗп постулатсенчен пӗри пулса тӑрать.

Театр конкурсне хутшӑнакансен пултарулӑхне куҫӑнсӑр мелпе хакланӑ. Конкурс условийӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, спектакльсен 60 минутран вӑрӑм пулма юраман.

Конкурса Калмӑк, Коми, Тыва, Чӑваш республикисенчи, Донецк Халӑх Республикинчи, Ставрополь крайӗнчи, Калуга, Пенза, Рязань, Тула облаҫӗсенчи театрсем хутшӑннӑ. Элӗксене (режиссерӗ — Инна Афанасьева) «Культура эткерлӗхне упранӑшӑн» дипломпа чысланӑ.

#конкурссем, #театрсем, #пултарулӑх, #Смоленск, #Элӗк районӗ, #Элӗк, #Калмӑк Республики, #Коми Республики, #Тыва Республики, #Донецк Халӑх Республики, #Ставрополь, #Калуга, #Пенза, #Рязань, #Тула

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем