Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Тӳре-шара ӳнерҫӗсемпе фольклористран ирттернӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 27.07.2021 18:08 | 732 хут пӑхнӑ
Хулара

«Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята илме ҫичӗ ҫын кандидатурине тӑратнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Кандидатсем хушшинче ҫаксемччӗ: «Энергия» спорт шкулӗн тренерӗ Анатолий Финогенов, Федерацин Чӑваш Республикинчи тӗп инспекторӗ Геннадий Фёдоров; Ревель Фёдоров ӳнерҫӗ, график, монументалист; Виталий Петров (Праски Витти) художник, ӳнерҫӗ-монументалист; Шупашкарти коопераци институчӗн ветерансен канашӗн председателӗ Миранда Кольцова, «Уяв» фольклор ансамблӗн ертӳҫи Зинаида Козлова, Шупашкарти 3-мӗш лицей директорӗ пулнӑ Ираида Полбенникова.

Хисеплӗ ята тивӗҫ ҫынна палӑртма «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртрӗ. Унта ыттисенчен самай ытларах сасӑ пухнисем икӗ кандидат иккен: Геннадий Федоров тата Ираида Полбенникова. Ҫапла, ятлӑ-сумлӑ ӳнерҫӗсемпе фольклорист тӳре-шарана ҫитеймен.

Тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫра хула ҫыннисем шкул директорне ырласа ҫыраҫҫӗ, тӳре-шара ҫӗнтернинчен тӗлӗннине палӑртаҫҫӗ.

Хула администрацийӗн пресс-служби Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хисеплӗ ҫын ятне кама парассине хулари Депутатсен пухӑвӗнче татса парӗҫ. Тепӗр тесен, ҫакӑ та паллӑ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята кӑҫал икӗ ҫынна парасшӑн...

#Шупашкар, #чыславсем, #сасӑлавсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Наталия Партасовӑна «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ят парӗҫ
2020, 08, 11
Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни пуласшӑн
2021, 07, 14
Альбина Пӑрчӑкана Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслӗҫ
2021, 07, 16
Семен Ислюкова халалланӑ палӑк пулӗ-и?
2021, 07, 21

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org