Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Анатолий Аксаков чӑвашла баннер хатӗрленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.07.2021 05:28 | 2380 хут пӑхнӑ
Политика

Хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата депутат пулас кӑмӑллӑ ҫын авӑн уйӑхӗнчи суйлав пирки пуҫа хытах ватать. Мӗн тетӗн — авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче сасӑлав-ҫке. Ун чухне Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне тата Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине депутатсем суйлӑпӑр. Хӑш-пӗр ҫӗрте вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене хушма тата ҫӗнӗрен суйлав иртӗ.

Кӑшӑлвирусран сыхланас тӗллевпе сасӑлав вӑхӑчӗ виҫӗ куна пырӗ: авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен.

Суйлав ҫитнине сиссе урамсенче халех кандидатсен сӑнӗсене курма пулать. Пирӗншӗн, тӑван чӗлхемӗре сума сӑвакан чӑвашсемшӗн, чӑвашла ҫырни нимрен паха. Ҫавӑн пек баннера РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков хатӗрленӗ.

#депутатсем, #суйлавсем, #сасӑлавсем, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 8773.0.3373
2021.07.22 14:25
Agabazar
Чăвашла-вырăсла баннер.
Микула // 1077.37.9691
2021.07.23 20:39
В народ ходили депутаты,
Лишь только по большой нужде.
Баннерсемпе чӑваш чӗлхине аталантарас шухӑш пур эппинь? Миҫе баннер кирлӗ пулать чӑваш чӗлхипе усӑ курса ӳстермелли ача сачӗсем ҫуккине саплаштарма ?
Agabazar // 3431.47.9502
2021.07.26 15:09
Agabazar
Баннер чăвашла мар. Баннер чăвашла-вырăсла.

Суя хыпар ан сар, Микула.

Ăнлантăн-и: Чăвашла-Вырăсла.

А эс калани вара — вырăсла (пĕремĕш пайĕ) тата чăвашла (иккĕмĕш пайĕ). Анчах вырăсла-чăвашла е чăвашла-вырăсла мар.
Микула // 1077.37.9691
2021.07.27 21:34
Ипотека илекеннисенчен ыйтӑр банкирсем пирки. Пирӗннисем пулсан ҫавӑн чуль процент пулман пулӗччӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем