Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» обществӑра пушар тухнӑ. Реакци хутӑшӗсен пӑсӗ чӗрӗлсе илнипе пуҫланнӑ ҫулӑма икӗ сехетрен сӳнтерме май килнӗ. «Хӗрлӗ автанпа» 16 техника тата 80 ҫын кӗрешнӗ. Ҫулӑм хыпса илнӗ 50-мӗш номерлӗ цехра производствӑна хальлӗхе чарса лартнӑ-мӗн. Ыттисем яланхи меслетпех ӗҫлеҫҫӗ иккен.
Турра шӗкӗр, вут-ҫулӑмра ҫынсем шар курман. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, пушар ҫут ҫанталӑкшӑн та, хула ҫыннисемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратман.