Республикӑра
![]() Тӑванӗн архивӗнчи сӑн Чӑваш Енре 35 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл Питӗртен Шупашкара килме тухнӑ та ҫухалнӑ. Хӑй вӑл – Комсомольски районӗнчи Тукай Мишертен. Арҫын Питӗртен ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килме тухнӑ. Анчах паянхи кун та Шупашкара ҫитеймен. Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче вӑл аппӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ, Шупашкара ҫитсе пыни пирки пӗлтернӗ. Ҫавӑнтанпа унран сас-хура пулман. Зайнуллин Рестем Минсаеетович 180 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ хура, пичӗ тӑрӑхлӑ. Ҫухалнӑ кун кӑвак тӗслӗ спорт костюмӗ, калуш тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен 89603060411, 89278584734 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |