Чӑваш халӑхӗн пуянлӑхӗнчен пӗри — тӗрӗ. Унра илем ҫеҫ мар, хӑйне евӗр чӗлхе пытарӑннӑ. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне паянхи кун аталантарса пыракансем пурри ҫак пуянлӑха халӑхра сарма пулӑшать. Мария Симакова ӑста — ҫавӑн пеккисенчен пӗриччӗ.
Ҫапла, ун пирки халӗ эпир иртнӗ вӑхӑтра ҫеҫ калама пултаратпӑр. Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ, «Паха тӗрӗ» хапрӑкра художникра чылай ҫул ӗҫленӗ ҫак маттур кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Вӑл — «РСФСР халӑх ӑсти» (1991), «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» (1995); «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ»(2008).
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Г.Н. Иванов-Орковӑн «Золотая игла Марии Симаковой» кӗнекине «Традиции, вышивка, художник» ярӑмпа пичетлесе кӑларнӑ. Унта тӗрӗ ӑстин пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхри ҫитӗнӗвӗпе паллаштарнӑ. Сӑмах май каласан, кӗнеке авторӗ — ятлӑ-сумлӑ ӳнерҫӗ, Г.Н. Иванов-Орков хӑй те Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳснӗ.