Шывра кӑшӑлвирус пурӑнмасть. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ «Российская газета» хаҫата Вирус инфекцийӗсен Екатеринбургри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ертӳҫи, биологи ӑслӑлӑхсен докторӗ Александр Семёнов. Асӑннӑ учреждени Роспотребнадзорӑн «Вектор» вирусологипе биотехнологин патшалӑх центрӗн шутланать.
Александр Семенов каланӑ тӑрӑх, вирус — белок молекулинчен тӑракан кӑткӑс тытӑм. Ӑна упранса юлма изотони растворӗ кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, шыв тӑварлӑхӗ физиологи растворне ҫывӑх пулмалла. Тинӗс шывӗ те унашкал мар.
«Ахаль шывра ун пекки ҫук. Унсӑр пуҫне шывра кислород пур. Ҫавна май унта кӑшӑлвирус инфекцийӗ пурӑнаймасть», — уҫӑмлатнӑ Роспотребнадзорӑн Эпидемиологин тӗп ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн Млоекулярлӑ диагности центрӗн ертсе пыракан эксперчӗ Михаил Лебедев.