Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи ирхине, Шупашкарта ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнче, Гастелло урамӗнчен инҫех мар, «Chevrolet Lacetti» автомобиль «Гранта» автомашина ҫине пырса кӗнӗ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑран виҫҫӗн сиксе тухнӑ, вӗсем пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. «Гранта» водителӗ вӗсене хӑваласа тытас темен. Кӗтмен ҫӗртен инкеке ҫакланнӑран тата машинӑри ҫынсем тухса тарасса кӗтменрен вӑл хӑй те аптӑраса кайнӑ курӑнать. Пырса ҫапӑнакан машинӑран виҫҫӗн тухса тарнине асӑрхакан тупӑннӑ. Инкеке вӑл чӳречерен ӳкерсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |