Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен агентствӑна ертсе пырӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Вика Сорокина 18.06.2021 20:36 | 1487 хут пӑхнӑ
Политика
Мария Гришина
Мария Гришина

Чӑваш Республикин Туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен агентствине «Ертӳҫӗсен команди» конкурс финалисчӗ ертсе пыма тытӑнӗ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӑхӑнакан учреждение Мария Гришина ертсе пырӗ. Вӑл наци туризмӗн брендне аталантарас тата халӑхра сарас енӗпе тӑрӑшӗ.

Мария Гришина тата унсӑр пуҫне тепӗр тӑватӑ ҫын пӗлтӗр эпир маларах каланӑ конкурсра финала тухнӑ. Финалистсене ертӳҫӗ пулмалли кандидатсен резервне кӗртеҫҫӗ.

Маларах Мария Гришина «Кванториум» технопарк ертӳҫинче ӗҫленӗ. Ӑслӑлӑхпа педагогика, промышленноҫпа инноваци аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ программӑсене, индустри паркне йӗркелессипе тимленӗ.

«Кванториум» технопаркӑн ертӳҫин тивӗҫӗсене Анна Скворцова (вӑл – директор ҫумӗ) пурнӑҫлӗ.

#туризм, #тӳре-шара, #политика, #Экономика министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хула администрацийӗнче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ
2021, 05, 24
Оперӑпа балет театрӗнче ҫӗнӗ худрук ӗҫе кӳлӗннӗ
2021, 05, 26
Министр ҫумӗнчен кӑларнӑ
2021, 06, 01
Михаил Анисимов нумай функциллӗ центра ертсе пырӗ
2021, 06, 07
Александр Граблюка ӗҫрен кӑларнӑ
2021, 06, 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org