Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Районти Акатуя вӑрнарсем чылай ҫул «Химик» стадионта ирттерсе пурӑннӑ. Бетонтан тунӑ сцена ишӗлме тытӑннине тата ҫынсене концерт пӑхма майсӑртарах пулнине кура 2005 ҫултан район центрӗнчи культурӑпа кану паркне куҫнӑ. Халӗ унта каток тума тытӑннине пула уяв валли вырӑн ҫук-мӗн.
Акатуйӑн йӗркелӳ комитечӗ пӗр кана пуҫ ватнӑ хыҫҫӑн каллех «Химик» стадиона аса илнӗ. Анчах темиҫе ҫул каяллахи сцена ҫинче пулмӗ вӑл. Ӑна вӑхӑтлӑха вырӑнти физкультурӑпа спорт комплексӗпе юнашар туса лартӗҫ. Суту-илӳ точкисемпе ял пурнӑҫне сӑнлакан самантсен вырӑнне те палӑртнӑ. Юлашкинчен асӑннисене мунча ҫумӗнчи лаптӑкра, суту-илӳ тӑвакансене Вӑрнар–Вӑрманкасси ҫул хӗррипе вырнаҫтарӗҫ. Шашлӑкпа шӳрпе ас тивес килсен спорткомплекса хирӗҫ лаптӑка ҫул тытма тивӗ.
Вӑрнарсен Акатуйне Украина делегацийӗ те ҫитмелле-мӗн. Ку вӑл вӑрнарсемпе унтисен ҫур ӗмӗрхи туслӑхне палӑртакан пулӑм пулӗ.
