Чӑваш чӗлхи
![]() «Пире Тӗнче пӗлмест, пӗлсе каймасть!» — тесе ҫырнӑ Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Микулай Павловский чӑваш Фейсбукри «Тӗнчери чӑвашсем» ушкӑнра. Вӑл пӗлтерне тӑрӑх, хастар йӑхташӑмӑр куҫаруҫӑ урлӑ итальянецсемпе калаҫнӑ. Вӑл вӗсене: «Эпӗ вырӑс мар — чӑваш...» — тенӗ. Пӗри ӑна: «Эсир хӑш ҫӗршывран?» — тесе ыйтнӑ... «Эпир Раҫҫей йышне кӗретпӗр, пирӗн ҫӗрсене 16 ӗмӗрте ярса илнӗ...» — тенӗ Микулай Павловский. Ун хыҫҫӑн тухьялӑ, хушпулӑ пикесене кӑтартнӑ. Ҫак калаҫу хыҫҫӑн Чӗмпӗр чӑвашӗ ҫапла пӗтӗмлетнӗ: «Пире Тӗнче пӗлмест, пӗлсе каймасть! Ҫавӑнпа... Пирӗн, эпир чӗлхесем пӗлмесен те, Яндекс-куҫаруҫӑ урлӑ пулин те ютҫӗршыв ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ ушкӑнсенче, темӑсенче Хамӑр ҫинчен ҫырма, пӗлтерме тӑрӑшмалла — пирӗнсӗр пуҫне ҫак ӗҫе никам та тумӗ, сана курччӑр тесен хӑвӑнах кӑшкӑрмалла...» Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |