Ҫӗртме уйӑхӗ ӑшах мар пек. Синоптиксем лӑплантараҫҫӗ: кӗҫех шӑрӑх килӗ.
Тӳрех палӑртар: ӗнер Мурманск хулинче сывлӑш 28 градус таран ӑшӑннӑ. Ку хула валли ку – рекорд. Шӑпах ҫав енчен пирӗн пата ӑшӑ килет те.
Ыран ҫил лӑпланать, хушӑран ҫумӑр ҫума, аслати авӑтма пултарать, уйрӑмах – республикӑн кӑнтӑр енче. Шупашкарта ҫӗртмен 7, 8 тата 9-мӗшӗсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫумӑр ӳкме чарӑнӗ, сывлӑш температури 20-25 градус тӑрӗ.
Ҫӗртмен иккӗмӗш ҫурри шӑрӑх ҫанталӑкран пуҫланӗ. Термометр 30 градус е ытларах кӑтартӗ.