Шупашкар районӗнче, Шупашкарта пӑши чупса ҫӳренине асӑрханӑ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхине Алькеш поселокӗнче ҫынсем пӑши ҫӳренине асӑрханӑ. Ку Вӑрман урамӗнче пулнӑ. Ирхи 6 сехетре урамра ҫынсем те курӑнман-ха, пӑши вара пӗчченех уткаланӑ. Чӗрчун харпӑр ҫуртсем патӗнчен иртсе кайнӑ.
Кайран ҫынсем ҫав пӑши Кӳкеҫ еннелле чукун ҫул патнелле утнине курнӑ. Юрать, чӗрчунран никам та шар курман.