Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Пушкӑртстанри шӑпӑрлансем чӑвашла тумланаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 29.05.2021 05:58 | 1576 хут пӑхнӑ
Культура

Пушкӑртстанри Мияки районӗнчи Кекен ялӗнче шкул та, ача сачӗ те пур. Апла пулсан ялӑн малашлӑхӗ пур тесе калама пулать.

«Ачасен шучӗ яланах пӗр пек пулман. Малтанхи ҫулсенче йышлӑрахччӗ. 2014 ҫулта вӗсем хӗрӗх икке ҫитнине пула икӗ ушкӑн йӗркелемелле пулчӗ», — тет иккен Инна Григорьева аслӑ воспитатель ача сачӗн кулленхи пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ май.

Хальхи вахӑтра кунта пӗр ушкӑн ӗҫлет. Чӑн та, унта тӗрлӗ ҫултисем ҫӳреҫҫӗ.

«Пӗр енчен ҫак пулӑмӑн йывӑрлӑхӗсем те пур, тепӗр тесен лайӑххи те ҫителӗклех — аслисем ҫине пӑхса кӗҫӗннисем вӗренеҫҫӗ. Вӑйӑ вылятпӑр-и, физзарядка тӑватпӑр-и, юрӑ-кӗвӗ шӑрантаратпӑр-и, тӗрлӗ уяв-конкурссене хутшӑнатпӑр-и — пурте пӗрле», — сӑмахне малалла тӑснӑ аслӑ воспитатель.

Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра Юрий Снегопад ҫырнӑ тӑрӑх, шӑпӑрлансем ҫинчи чӑваш тумне курсан куҫ вылять. Вӗсене педагогсен пӗчӗк коллективӗ хӑйех ҫӗлесе хатӗрленӗ. «Ҫыпӑҫуллӑ та куҫа илӗртекен тумтире тӑхӑнса пӑхсан ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫыннӑн та ачалӑха таврӑнас кӑмӑл ҫуралӗ. Инна Ивановна ҫак ӗҫре Рамзия Никитина воспитателӗн тӳпи пысӑк пулнине палӑртрӗ. Вӑл хушпу, тухья тума та ӑста иккен», — хыпарланӑ хаҫатра.

#ача пахчисем, #ачасем, #вӗренӳ, #Пушкӑртстан, #чӑвашлӑх, #МИХсем, #Мияки районӗ, #Кекен

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/news/4111.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 3197.55.7921
2021.05.30 00:20
Пушкартстанри чавашесем хушшинче хастарсем чылай.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем