Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Килте те кӑшӑлвирусран прививка тӑваҫҫӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 25.05.2021 20:49 | 279 хут пӑхнӑ
Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре хӑш-пӗр ҫынсене килтех кӑшӑлвирусран прививка тума пултарӗҫ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.

Хулари 2-мӗш пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Веденеева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, сывлӑх енчен хавшак ҫынсен кӑшӑлвируспа чирлес хӑрушлӑх пысӑк. Ҫавна май вӗсем пульницӑна хӑйсем тӗллӗн пыраймаҫҫӗ. Шӑпах ун пеккисене ҫак амакран килтех прививка тума пултарӗҫ.

Килте те, пульницӑри пекех, пациента малтан терапевт пӑхать, юн пусӑмне виҫет, вӑраха кайнӑ чирсем пирки ыйтса пӗлет, аллерги пуррипе ҫуккине палӑртать.

Тухтӑра прививка тумашкӑн киле чӗнсе илес тесен вырӑнти регистратурӑна шӑнкӑравламалла.

#пульницӑсем, #кӑшӑлвирус, #прививӑсем, #сывлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71967
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шӑнкӑрава робот йышӑнать
2021, 01, 29
Вакцина кӳрсе килнӗ
2021, 02, 25
81 ҫулти хӗрарӑм кӑшӑлвирусран сывалнӑ
2021, 03, 10
Васкавлӑ медпулӑшу пульници кӑшӑлвируслисене тек йышӑнмасть
2021, 04, 01
Тӗп пасарта та прививка тӑваҫҫӗ
2021, 05, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org