Питӗр хулинчи Пески районӗнчи Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗнче ӗнер РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пулнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ ҫав чиркӳ патӗнчи сквер Чӑвашран тухнӑ Пётр Егоров зодчи ячӗпе кӗҫех хисепленсе тӑма тытӑнӗ. Сӑмах май каласан, Турра ӗненекенсен ҫав чиркӗвӗн никӗсне шӑпах вӑл, пирӗн ентешӗмӗр, 18 ӗмӗрте хывнӑ.
Аса илтерер: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Питӗрти Топоним комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗччӗ. Унта Чӑвашра ҫуралса ӳснӗ, Питӗрте ӗҫлесе ят-сум илнӗ Петр Егоров ятне хулари пӗр-пӗр вырӑна парас ыйтӑва тишкернӗччӗ. Ҫапла тума ыйтса Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хула кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов патне Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗ сӗннипе ҫыру янӑччӗ.