Шупашкарта подъездра виҫӗ арҫын виллине тупнӑ. Вӗсем 30-32 ҫулсенче пулнӑ. Халӗ Следстви комитечӗ вӗсем мӗншӗн вилнине палӑртать.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем наркотике пула вилнӗ. Вӗсен организмӗ наркӑмӑшланнӑ. Арҫынсене пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр ҫук. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Арҫынсене хулари хӑш районта тата хӑш урамра тупнине кӑтартман. Ҫакӑ паллӑ: вӗсене паян ирхине подъездра 1-мӗш тата 2-мӗш хутсен хушшинче тупнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӗсен аллине наркотик мӗнле майпа лекнине те уҫӑмлатма тивӗ.