Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкар кино курма йыхравлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 16.05.2013 20:10 | 1771 хут пӑхнӑ

Ҫу уйӑхӗн 20-25-мӗшӗсенче Шупашкарта халӑхсем хушшинчи VI кинофестиваль иртет. Ун пирки юнкун журналистсене Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов, Культура программисен республикӑри дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Максим Матросов тата фестивале уҫассишӗн тата хупассишӗн яваплӑ Дмитрий Капустин режиссер-постановщик каласа кӑтартрӗҫ.

Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, мероприяти ҫулсерен кӑсӑкланса пырать, халӑх та ҫав вӑхӑтра кинотеатра ытларах туртӑнать. Йӗркелӳҫӗсем кӑҫал 10 пин ытла ҫын пырасса шанаҫҫӗ. Фильмсене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Билетсене тунтикун кассӑсене ҫитерӗҫ.

Конкурс программине 12 фильм кӗртнӗ. Вӗсен списокне Интернет уҫлӑхӗнче ҫӑмӑллӑнах тупма май килнине кура эпир вӗсене асӑнса тухмӑпӑр.

Фестиваль Президенчӗ пулма «Мосфильм» концернӑн тӗп директорӗ Карен Шахназаров килӗшнӗ. Фильмсене хаклама ӳнерӗн ҫав енӗпе ӗҫлекен тӗрлӗ специалист — режиссёрсем, актёрсемпе продюсерсем, кино критикӗсем тата ыттисем — килсе ҫитӗ.

Кинофестиваль тунтикун, каҫхи ҫичӗ сехетре, «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта Александр Прошкинӑн «Искупление» фильмпа уҫӑлать те ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 15 сехетре вӗҫленет. Ун чух фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ.

#кинофестивальсем, #кино, #фестивальсем, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем