Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре «Ӗҫлекенсен сывлӑхне ҫирӗплетесси» корпоратив программи пурнӑҫланать. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствипе предприятисем ятарлӑ килӗшӳ тӑваҫҫӗ. Хальхинче Владимир Степанов министрпа «Элара» савут гениректорӗпе Андрей Углов ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ. «Ку килӗшӳ республикӑри ытти предприятишӗн тӗслӗх пулӗ. Ҫак проекта пула ҫынсем производствӑран пӑрӑнмасӑр врачсен пулӑшӑвӗпе усӑ курайӗҫ, вӑхӑтра вакцинаци тата профилактика тӗрӗслевӗ витӗр тухайӗҫ», — тенӗ министр. «Элара» савутра спорт залӗ пур, унта тӗрлӗ секци ӗҫлет. Ӗҫченсем бассейна ҫӳреме абонемент илейеҫҫӗ», — ӑнлантарнӑ Андрей Углов. Савутра Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн сывлӑх пункчӗ ӗҫлет. Унтах терапевт тата фельдшер, процедура тата прививка пӳлӗмӗсем пур. «Ӗҫлекенсен сывлӑхне ҫирӗплетесси» корпоратив программине республикӑри пысӑк тӑватӑ предприятире: Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнче, Ишлейри пысӑк вольтлӑ аппаратура савутӗнче, Шупашкарти троллейбус управленийӗнче тата «Т Плюс» предприятин Мари Элпе Чӑваш Енри филиалӗнче — пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |