Ҫу кунӗсем таврана кӗске вӑхӑт хушшинче ҫӗнӗ ем-ешӗл симӗс, ҫутӑ сӑн кӗртме пултарчӗҫ. Ҫу уйӑхӗ ҫитнӗрен ӗне нӑррисем пӗчӗккен ҫутта тухма тытӑнчӗҫ. Пӗлтӗрхи ҫулсенче нӑррӑ шучӗ яланах паллӑ виҫепеччӗ, кӑҫал вара хурт-кӑпшанкӑ йышӗ самаях пысӑк.
Хула ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх ӗне нӑррисем ҫынсенчен хӑрамасӑр хӑйсем тапӑнма тытӑннӑ. Чӑваш Енӗн Раҫҫей ял-хуҫалӑх центрӗн пуҫлӑхӗ Елена Соколова пӗлтернӗ тӑрӑх ӑстасем нӑрӑ шучӗ кӑҫал ытларах пуласса маларах пӗлсе тӑнӑ. Ҫавӑн йышши пулӑмсем виҫӗ ҫулта пӗрре пулса иртеҫҫӗ имӗш. Пӗрремӗшпе икӗмӗш ҫулсене хурт-кӑпшанкӑ пурнӑҫне ҫӗр ҫинче ирттереҫҫӗ, кайран вара тулаша тухма тытаҫҫӗ. 12 ҫулта пӗрре вара ӗне нӑррисем йышлӑн ҫӗр айӗнчен тухаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫул вара вӗсенчен пӗри иккен.
Елена Соколова пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫ-пуҫ республика вӑрманӗсене вӑхӑтра ятарлӑ им-ҫампа сапманран та тухма пултарнӑ.
Ҫитес вӑхӑтсенче ӗне нӑррисем ҫухалма кирлӗ, анчах ҫӗр ӑшӗнче вӗсем нумай хуртсем хӑварма пултараҫҫӗ, ку пулӑм симӗс йывӑҫ-курӑка сиен кӳме пултарать.