Ҫурт-йӗр
![]() Канашра нумай хваттерлӗ пӗр ҫурт пушара пула шар курнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм Разин урамӗнчи тӑватӑ подъездлӑ пилӗк хутлӑ ҫуртра ӗнер ирхи 3 сехет те 30 минут тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. «Хӗрлӗ автан» 900 тӑваткал метр лаптӑк ҫивиттие сиенленӗ. «Ҫурт та хытах сиенленнӗ. Унта газ, шыв тата ҫутӑ сӳнтернӗ», — пӗлтернӗ Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов. Ҫынсене вырӑнти хыснаран 5-шер пин тенкӗ, анчах ҫемьесене 10 пинрен ытла мар парӗҫ. Ҫуртра пурӑннисене вӑхӑтлӑх вырӑн тупса панӑ, хӑшӗсем аванӗсем патӗнче тӗпленнӗ. Ҫурта юсама республика хыснин резерв фондӗнен укҫа уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |