Владимир Садай (Цырульников) ҫыравҫӑ тата журналист ҫуралнӑранпа ӗнер, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 95 ҫул ҫитнӗ.
Вӑл 1926 ҫулта Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗрекен Каша ялӗнче ҫуралнӑ. 1991 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Владимир Садай 1949-1951 ҫулсенче Чӑнлӑ (Пухтел) районӗнчи «Пӗрлешӳллӗ ӗҫ» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. 1951 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ, кунта хаҫат-журнал редакцийӗсенче, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. Куҫӑмсӑр майпа СССР писателӗсен Союзӗ ҫумӗнчи А. М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
В. Садай повеҫсемпе калавсен тата очерксен пуххисене пурӗ 30 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫав шутра — «Летчиксем», «Ҫӑлтӑрсем тапӑра анаҫҫӗ» тата «Аттесемпе пӗрлех кӑвакартӑмӑр» романсем.
Agabazar // 4098.62.3932
2021.04.01 21:35 | |
Мĕншĕн Сатай çырма хăратăр? | |
Cтаньял // 2427.55.5440
2021.04.02 13:30 | |
Хӳтлӗх министрӗ панӑ КОРТИКне Пичет ҫуртне ҫакса пынӑччӗ. Хытах савӑнтӑмӑр! -Садайшӑн та, "Летчиксемшӗн" те | |
Agabazar // 1504.19.2038
2021.04.03 12:48 | |
Ĕнтĕ Станьял та Сатай теме хăрать-и?
Мĕнрен хÿтĕлекен министăр леш? Шăна-пăванран-и? Е тыркассемпе арлансенчен хÿтĕлекенни? |