Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш драма театрӗ тӗрӗк халӑхӗсен «Науруз» фестивальне хутшӑнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 15.05.2013 17:48 | 1312 хут пӑхнӑ
«Шинель пике» спектакльти сыпӑк
«Шинель пике» спектакльти сыпӑк

Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗ Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери «Науруз» театр фестивальне хутшӑнӗ. Вӑл кӑҫал 11-мӗш хут иртет. Фестивале Хусан хулинче йӗркелӗҫ.

К. Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалӑх драмӑпа камит театрӗн сцени ҫинче Чӑваш Енӗн артисчӗсем Николай Коляда пьесипе лартнӑ «Шинель пике» спектакле кӑтартӗҫ. Ӑна Наталия Сергеева лартнӑ (сӑмах май, вӑл хӑй те театр артисчӗ). Сценарине Валерий Яковлев тӗп режиссёр ҫырнӑ. Тумӗсене Галина Герасимова художник шухӑшласа кӑларнӑ.

ЧР Культура министерстви Чӑваш патшалӑх драма театрӗ кун пек пек фестивале пӗрре кӑна мар хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑни пирки аса илтерет. 1998 ҫулта Николай Сидоров пьесипе лартнӑ «Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗ» спектакле «культурӑллӑ лартнӑшӑн» Валерий Яковлев режиссёр диплома тивӗҫнӗ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Светлана Андреева «Иккӗмӗш планри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Геннадий Большаков вара актёр ӑнӑҫлӑхӗшӗн парнеллӗ пулса тӑнӑ. Ун чух чӑвашсем Арсений Тарасов пьесипе «Инҫет телей ҫути» спектакле кӑтартнӑ. 2005 ҫулта Валерий Яковлев тӗп режиссер «Режиссёрӑн чи лайӑх ӗҫӗ» номинацире, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ», Елизавета Хрисанова вара «Иккӗмӗш планри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире палӑрнӑ. Ку чыса вӗсем Федерико Гарсия Лорка пьесипе лартнӑ «Арҫынсӑр хӗрарӑм» спектакле кӑтартса тивӗҫнӗ.

#театрсем, #Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ, #фестивальсем, #Хусан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем