Ҫутҫанталӑк
![]() Пуш уйӑхӗ мӗнлерех килӗ? Пушӑн 2-мӗшӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа чи ӑшӑ кун пулнӑ. Кӗҫех унашкал кунсем нумайланӗҫ. Термометр ӑшӑрах та ӑшӑрах кӑтартма тытӑнӗ, юр вырӑнне ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах пӑртак кӗтмелле – уйӑхӑн пӗрремӗш декади хӗл евӗрех пулӗ. Эрне вӗҫӗнче юр ҫума пӑрахӗ, анчах сивӗтӗ – 10-15 градус пулӗ. Пушӑн 7-мӗшӗнче каҫхине тата тунтикун ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Пушӑн 11-мӗшӗнче сивӗтӗ – 20-25 граду таранах пулӗ. Вара тинех унашкал сивӗсем вӗҫленӗҫ. Иккӗмӗш декадӑра ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Уйӑх варринче юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра кӑнтӑрла – 5 градус, ҫӗрле 12 градус сивӗ пулӗ. Кӑҫал юр часах каймӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, пуш уйӑхӗ сивӗрех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |