Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: «МК в Чебоксарах» тӳре-шара вӑрах хуравланишӗн пӑшӑрханать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 24.02.2021 17:01 | 1811 хут пӑхнӑ
Политика
Статья сӑнӗ
Статья сӑнӗ

«МК в Чебоксарах» (чӑв. МК Шупашкарта) редакцийӗ статья пичетлесе кӑларнӑ, унта массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе тивӗҫсӗр ӗҫлени ҫинчен каласа панӑ. Статья авторӗ Михаил Тихонов, кӑларӑмӑн тӗп редакторӗ шутланаканскер, чиновниксем тата патшалӑх ведомствисен ӗҫченӗсем Раҫҫей Федерацийӗн «МИХ пирки» саккуна ытлашшиех пурнӑҫламанни пирки каласа парать. Ярса панӑ ыйтусен хуравӗсене кӑларӑм министерствӑн хӑш-пӗр чиновникӗсенчен кӑна мар, ШӖМпе Чӑваш Ен Прокуратуринчен те кӗтсе илеймен.

Автор ҫырнӑ тӑрӑх, редакци ҫӗкленӗ проблемӑсем тӗрлӗ структура енчен хуравсӑр юлаҫҫӗ. Анчах та саккун тӑрӑх редакци ыйтӑвӗсене ҫичӗ кун хушшинче хуравламалла. Вӑл е ку ведомство ӗлкӗреймест пулсан, ытларах вӑхӑт ыйтса редакцине виҫӗ кун хушшинче пӗлтермелле. Кун ҫинчен «МИХ ҫинчен» саккунӑн 40№ статйинче каланӑ.

Уйрӑмах Михаил Тихонов чиновниксен тӑван чӗлхе ыйтӑвӗсем ҫине хуравлас килменнине палӑртать. «Будем ли мы знать родной язык?» (чӑв. «Эпир тӑван чӗлхене пӗлӗпӗр-ши?») статья тӗлӗшпе редакцине Чӑваш Республикин культура министерствинче те, Инфорполитика министерствинче те хуравламан.

Пӗтӗмлетнӗ май тӗп редактор ҫакна палӑртать: тӗп инкекӗ ытларах енӗпе, министрсем улшӑнсан та, унти пуҫлӑхсемпе ҫумӗсем ҫавсемех юлнипе ҫыхӑннӑ.

#политика, #МИХсем, #чӑваш чӗлхи, #тӳре-шара, #ҫырусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем