Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗнтерӳ кунӗ пӗрисене савӑнтарать, теприсене тӗрмене ярать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 11.05.2013 17:24 | 1709 хут пӑхнӑ

Ҫӗнтерӳ кунӗн уявӗ кӗрлесе иртсе кайрӗ пулин те, вӑл кун ҫинчен паян та Шупашкар хулин хӑш-пӗр ҫыннисемпе ШӖМ ӗҫченӗсем сӑмахлаҫҫӗ.

Ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче ирхине Граждански урамӗнче вырнаҫнӑ пӗр кафене вӑрӑ-хурах чӳречене ҫӗмӗрсе кӗнӗ пулнӑ-мӗн. Асӑннӑ кафе ЧОП сыхлавӗпе усӑ курса тӑнӑ. Ҫурт-йӗрти сигнализаци ӗҫлесе кайнӑ хыҫҫӑн хуралҫӑсем кафене кайса пӑхнӑ. Анчах вӑл вӑхӑталла вӑрӑ тарма та ӗлкернӗ иккен. Хуралҫӑсем нимӗнле иккӗлентерекен пулӑма асӑрхаманнипе каялла ҫул тытнӑ. Вӑрӑ-хурах вара ҫав вӑхӑтрах каферен инҫе мар тӑнӑ. Хуралҫӑсем кайнине сиссенех пӗр иккеленмесӗр таврӑнса икӗ система блокне, 3 монитора, 3 флэшкарта вӑрласа тухнӑ.

Ҫарату вырӑнне полицин 5-мӗш пайӗн тӗпчевпе оперативлӑ ушкӑнӗ килсе ҫитнӗ. Кафе пӳлӗмне тӗпченӗ, видео ҫыракан камерӑн материалӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн полици ӗҫченӗсем шырава тухнӑ. Ку вӑхӑталла вӗсем кам ҫаратма пултарнине те пӗлнӗ ӗнтӗ. Хураха полицин 5-мӗш пайӗн ӗҫченӗсем ҫав кунах 19 сехетсенче тытса чарнӑ. Кафене ҫаратаканни Шупашкар хулинче пурӑнакан 31 ҫулхи арҫын тесе шутлаҫҫӗ.

Ҫапла вара вӑрӑ-хурах кӗске вӑхӑт хушшинчех полицайсен аллине лекнӗ. Ун ҫине «Ҫарату» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарса янӑ. Ҫаратнӑ япаласене те кафе администрацине тавӑрса пама ӗлкернӗ.

#кафесем, #пӑтӑрмахсем, #вӑрӑ, #шупашкар, #Ҫӗнтерӳ кунӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62685.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем