Етӗрне районӗнче юханшывра тетел лартса пулӑ тытма хӑтланнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пулӑҫа рейд ирттернӗ вӑхӑтра асӑрханӑ. Етӗрне районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын пӑр катмалли хатӗрпе, вӗренпе, пралукпа усӑ курса Вылӑ юханшывӗнче тетел карнӑ. Тетелӗ 30 метр тӑршшӗ пулнӑ.
Ҫапла майпа вӑл пулӑ тытнӑ. Арҫын патшалӑха 7 пин тенкелӗх тӑкак кӳнӗ. Браконьер ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн арҫынна 2 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.