Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Эп сирӗнпе, пин-пин чӑваш!» конкурс иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.02.2021 06:11 | 1272 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑвашсем валли «Эп сирӗнпе, пин-пин чӑваш!» регионсем хушшинчи конкурс ирттерме йышӑннӑ. Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса видеороликсене йышӑнӗҫ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 2021 ҫулхи халӑх ҫыравне ирттернӗ май йӗркелеме йышӑннӑ.

Конкурса шкул ачисем, студентсем тата аслӑрах ҫулхисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Чӑваш илемлӗ литературинчи пӗр хайлава (е хайлав пайне) чӑвашла хитре вуланине ӳкерсе видеоролик туса mussespel@mail.ru электрон почтӑпа пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ярса памалла. Поэзи, проза е драма хайлавӗсенчен пӗрне суйласа илме юрать.

Ыйтусем пулсан +7-8352-58-08-79 номерпе 09.00-18.00 сехетсенче кашни кун (тунти кунпа вырсарни кунсемсӗр пуҫне) шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ.

#ачасем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #конкурссем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2021.02.06 10:38
Чӑвашсен шутне мӗншӗн ҫав тери пӗчӗклетсе хунӑ кокурсне йӗркелекеннисем? "Эп сирӗнпе , чӑвашсем миллион " тесе калама хушман ? Ҫырав вӑхӑтӗнче чӑвашсен шутне хут ҫинче те пуллин кӗскетес шухӑх пурах пулмалла ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем