Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Чӑвашлӑх
![]() Паян Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхне йӗркеленӗренпе ҫавра ҫул ҫитнӗрен уявлас ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Кӑҫал таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗ икӗ дата палӑртать. Пӗрремӗшӗнчен, ку — вырӑнти тавралӑха тӗпчекенсен пӗрлӗхне никӗсленӗренпе 100 ҫул ҫитни, иккӗмӗшӗнчен — «Чӑваш таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗ» Чӑваш Республикин обществӑлла пӗрлӗхӗ 30 ҫул тултарни. Оргкомитет ларӑвӗнче Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тунине ҫутатса паракан кӗнекесен куравне йӗркелеме палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пекех паллӑ кун тӗлне чи лайӑх таврапӗлӳ кӗнекисен йышне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакна палӑртмалла: таврапӗлӳҫӗсем ҫулсерен вун-вун ҫӗнӗ кӗнеке хатӗрлеҫҫӗ, ҫавӑнпа тулли курава йӗркелеме йывӑр пулӗ. Ҫавӑн пекех оргнкомитет ҫулленхи пуху вӑхӑтӗнче тухса каламалли докладсен списокне хатӗрлерӗ. Кунта ҫамрӑксене таврапӗлӗве явӑҫтармалли майсене сӳтсе явни те, Википедире таврапӗлӗве аталантарасси те, тӗпчевре Яндекс.Тӑлмачпа усӑ курасси те. Тӑхтавсенче чӑваш хореографийӗн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен каласа пама йышӑннӑ, ҫавӑн пекех фольклор коллективӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Юбилейсене пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чӑваш таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗ ҫуллен ирттерекен пухӑвӗнче паллӑ тӑвӗҫ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |